Раҫҫейӗн Культура министерстви Улатӑр тата Пӑрачкав районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен.
Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн.
Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — Пӑрачкаври вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Кӑҫал ака-сума тумашкӑн ҫанталӑкӗ те лайӑх тӑрать. Ҫумӑрӗ те кирлӗ паллах. Республикӑри районсенче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне республикӑра ҫурхи тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 206,7 гектар акнӑ. Плана илес тӗк ку — 99,1 процент. Плана республикӑри пӗр районта ҫеҫ — Улатӑр районӗнче — тултарман. Унта ҫурхи культурӑсене 86,9 процент ҫеҫ акнӑ.
21 районтан 6-шӗнче плана ытлашшипе тултарнӑ. Ку енӗпе ытларах Етӗрне районӗ палӑрнӑ — 101,1 процент.
«Иккӗмӗш ҫакӑра», ҫӗрулмине, 8 гектар лартнӑ. Ку планланин 62,1 проценчӗ. Ку енӗпе плана тӑватӑ район ҫеҫ тултарнӑ: Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсем. Етӗрне тата Красноармейски районӗсенче ку ӗҫ начартарах пырать.
Кӑҫал Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар районӗсенче ҫӗрулми ытларах лартма палӑртнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫӗрулми лартас ӗҫе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те…
Муниципалитетсенче 652 гектар пахча ҫимӗҫ, 642 гектар сахӑр кӑшманӗ, 2 422 гектар рапса, 3 098 гектар горчица, 7,4 гектар куккурус, 17 пин гектар — пӗр ҫул ӳсекен, 5,8 пин гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 197 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 94,5 проценчӗ пулать. Тӑхӑр районта плана пурнӑҫланӑ. Ытти хӑш-пӗр районта ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ — 8 муниципалитетра 90 процентран иртнӗ. Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, улатӑрсем юлса пыраҫҫӗ. Унта планпа пӑхнин 61,1 проценчӗ чухлӗ кӑна акнӑ. Ҫуртрисенчен чылайӑшӗ каярах акмалли культурӑсем иккен, куккуруса унта 2700 га акма палӑртнӑ, хуратула — 500 га.
Аграри ведомстви талӑксерен вӑтамран миҫе гектар акнине те тишкернӗ. Кӑҫал вӑл 6,6 пинпе танлашнӑ. Чи вӑйлӑ ӗҫленӗ кун ака уйӑхӗн 29-мӗшне тивнӗ — ун чух 18,4 пин гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек кун ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тивнӗ. Ҫавӑн чухне 17,2 пин гектар ҫӗннӗ.
Паянхи кун хуҫалӑхсем ытти культура акасси-лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмине тунтикун тӗлне 4,8 пин гектар лартнӑ. Кунсӑр пуҫне пахча-ҫимӗҫе 340 гектар, горчицӑна 1125 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 11,4 пин, нумай ҫул ӳсекеннисене 3,8 пин гектар акнӑ. Улатӑр тата Патӑрьел районӗсенче 400 га сахӑр кӑшманӗ, Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенче 500 га рапс акнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ пин-пин ҫынна халӗ те шыраса тупайман. Вӗсем пирки тӑванӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ҫапах вӗсем пирки манмалла мар.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа Пӑрачкаври тӗп вулавӑш Пӑрачкав районӗн ҫыннисене хӑйсен хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑванӗсене тӗнче тетелӗн ресурсӗсемпе усӑ курса тӳлевсӗр шырама май парать.
«Салтаксем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» акцин тӗп тӗллевӗ — хыпарсӑр ҫухалнисем пирки информаци тупасси, вӗсене ӑҫта пытарнине пӗлесси. Шырав, паллах, яланах ӑнӑҫлӑ пулмасть, мӗншӗн тесен ҫар архивӗсенче йӑнӑш нумай.
Акци вӑхӑтӗнче 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Акӑ Пӑрачкавра пурӑннӑ Бочкарева В.С. тӑванне Мулындин Иван Дмитриевича шырама ыйтнӑ. «Мемориал» даннӑйсен банкӗнче шыранӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Мулындин И.Д. 1944 ҫулта паттӑрла вилнӗ, анчах унӑн вил тӑпри ӑҫта пулнине пӗлме май килмен.
Акци кӑҫал пӗрремӗш хут иртет. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйахӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Малашне вӑл Пӑрачкаври тӗп вулавӑшра ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртӗ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Республикӑри хресченсем акана вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттермеллине аван ӑнланаҫҫӗ. Май пур таран вӗсем техникине те хӗл каҫипех юсарӗҫ, вӑрлӑхне те ҫӗнетрӗҫ, кондицие ларманнине аласа тасатрӗҫ, удобрение те малтанах янтӑлама тытӑнчӗҫ. Май килнӗ таран ҫӗнӗрен техника туянакансем те пулчӗҫ. Укҫа-тенкине кам епле майлаштарса пырать: кӗсье ҫӳхереххине туйса кивҫен илекенсем те пулчӗҫ. Анчах, тепӗр тесен, кредитне те шанчӑклисене кӑна параҫҫӗ-ха. Ҫапах та хресчен пуҫ усасшӑн мар — тапаҫланать-талпӑнать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри пилӗк районта акана тухнӑ. Ҫак йышра — патӑрьелсем, вӑрнарсем, комсомольскисем, пӑрачкавсем тата шӑмӑршӑсем. Вӗсем ҫуртри пӗрчӗллӗ культурӑсене 700-е яхӑн гектар акнӑ, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене — 20 гектар.
Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантараҫҫӗ тата нӳрӗк тытса хӑварассипе ҫине тӑраҫҫӗ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑксене культивацилеҫҫӗ, ҫӗрулмине яровизацилеме кӑлараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Атӑлҫи халӑхӗсен культура эрнипе килӗшӳллӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Шумбарт, Мордовия!» мордва культурин кунӗ иртнӗ. Унта Етӗрнери 3-мӗш шкулта 4«а» класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем Мӑкшӑ Республики ҫинчен юрланӑ, сӑвӑсем каланӑ.
Ачасем Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ Марина Ромашковӑпа тӗл пулнӑ. Мордва халӑх тумне тӑхӑннӑскер шӑпӑрлансене мордва чӗлхипе сывлӑх суннӑ, наци юррине шӑрантарнӑ. «Пысӑк ҫӗршывӑн пӗчӗк республики — Мӑкшӑ Республики» хӑтлав пӑхса ачасем мордва халӑхӗпе (мӑкшӑсемпе ирҫесем), унӑн йӑли-йӗркипе, культурипе паллашнӑ.
«Игриштя» (ҫуркуннене ӑсатни) мордва халӑх фольклор уявне хутшӑнса шкул ачисем ҫак халах фольклорӗ пирки пӗлнӗ. Ачасем модва халӑхӗн вӑййисене вылянӑ, тупмалли юмахсене пӗлнӗ, мордва халӑхӗн «Тилӗ тата Упа» спектаклӗ тӑрӑх хатӗрленӗ пукане театрне курнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи аграрисем республикӑра пуринчен малтан акана тухнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Унти «Никулинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн механизаторӗсем Дмитрий Волковпа Александр Быков урпа акма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӗсем 45 гектар ҫинче акнӑ.
Кооператив пӗтӗмпе вара ҫуртрисене 490 гектар акасшӑн. Ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама майсем пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑрлӑх ака стандартне ларнӑ иккен. Ӑна ҫӗнетме элитӑллӑ вӑрлӑх 20 тонна туяннӑ. Ака техникине вӑхӑтра юсаса ҫитернӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал енчен те хӗсӗк мар.
Пӑрачкав районӗ кӑна мар, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ те (вӑл та акса-лартса тӑвать) акана тухнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл ӗнер пуҫланӑ. Унта та урпа акаҫҫӗ. Вӑрнарсем вӑрлӑха, техникӑна тата хире ҫветить тусах, молебен вуласах тытӑннӑ.
Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗн район шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Пӑрачкав районӗнчи ултӑ педагог хутшӑннӑ. Конкурса пӗтӗмлетсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрнӑ.
Район шайӗнче Наталья Калягина ҫӗнтернӗ. Вӑл Пӑрачкаври шкулта математика предметне вӗрентет. Кудеихӑри вӑтам шкулта историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан В.Курвичев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мишуковӑри шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Ермакова тата Напольнӑри вырӑс тата мӑкшӑ чӗлхин учителӗ К.Кулясова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
«Педагог хавхаланӑвӗ» номинацире Ряпинскри вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ В.Карпова ҫӗнтернӗ. «Педагог шыравӗ» номинацире Сыресинск шкулӗнчи географи учителӗ С.Муданова мала тухнӑ.
Призерсемпе лауреатсене дипломсемпе чысланӑ. Наталья Александровна Калягина вара Пӑрачкав районне «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.
Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ.
Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ.
Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ.
Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ.
Пӑрачкав районӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче донор кунӗ иртнӗ. Ҫак мероприятие районти 100 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пульницӑна ир-ирех ҫынсем утма пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗрлӗ ӳсӗмрисем, тӗрлӗ профессире вӑй хуракансем. Юн памашкӑн Пӑрачкав районӗнчи чылай ял-саларан ҫитнӗ.
Чирлисене пулӑшмалла, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлмалла. Кашни юн тумламӗ хаклӑ. Ҫак шухӑша асра тытакансем донор кунне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 25, 30, 40, 60, 80 е ытларах хут та юн панӑ. Акӑ Пӑрачкаври тӗп пульница тухтарӗсем Татьяна Гришина — 115 хут, Айшат Магомедов — 100 хут юн панӑ. Ҫак кун ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут пурнӑҫлакансем самай пулнӑ — 17 ҫын.
Республикӑри юн илекен станци Пӑрачкаври тӗп пульница администрацине ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн, донорсене акцие хастар хутшӑннӑшан тав сӑмахӗ каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |